Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тури Ачак

Вӗренӳ

Етӗрне районӗнчи шкул ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул ҫитӗнӳпе пуҫланнӑ. Вӗсем «Этем — историре. Раҫҫей — XX ӗмӗр» тӗпчев ӗҫӗсен республика шайӗнчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Палтай шкулӗнче вӗренекен Михаил Шуверов «Ҫын тата пӗчӗк тӑван ҫӗршыв» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Урпашри вӑтам шкулта вӗренекен Светлана Портнова «Этем, общество, ҫар» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Этем тата влаҫ» ятлинче Советски шкулти Ирина Игнатьева тата Тури Ачакри Елена Одикова 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫемье историйӗ пирки каласа панӑ Засурскинчи тулли мар вӑтам шкулти Михаил Иванов 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

Тӗпчев ӗҫне ачасем паян кӑна пуҫӑнман иккен-ха. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унччен те вӗсем тӑван тӑрӑх историйӗпе, паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Ӗҫе тӗплӗ тӑвас тесе вӗсем архиври материалсемпе те усӑ кураҫҫӗ паллах, музей-вулавӑшсенче те лараҫҫӗ, тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫса калаҫаҫҫӗ.

 

Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри шкула Чӑваш Енри паллӑ хресченӗн Аркадий Айдак ятне парӗҫ. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин сумлӑ ҫынна асӑнса ирттернӗ мероприяти вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Вырӑнти вӗренӳ заведенийӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен Айдак ячӗллӗ пулса тӑрӗ.

Пурӑннӑ пулсан Аркадий Павлович ӗнер 76 ҫул тултаратчӗ. Вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче куҫне хупрӗ. «Ленинская искра» хуҫалӑха чапа кӑларнӑ ҫынна асӑнса ӗнер Етӗрне районӗнче экочупу иртесси, ятарлӑ стелла уҫма палӑртни пирки эпир хыпарланӑччӗ.

Мероприятие тӗрлӗ шайри ҫынсем — ҫав шутра чӑваш парламенчӗн депутачӗсем, федераци канашӗн членӗ — таранах хутшӑннӑ.

 

Аркадий Айдак
Аркадий Айдак

Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 36-мӗш хушӑва алӑ пусса Тури Ачакри тӗп пӗлӳ паракан вӑтам шкула Аркадий Айдак ятне панӑ. Малашне ҫак шкул «Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗн «Аркадий Айдак ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Тури Ачак тӗп вӑтам шкулӗ» муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле вӗренӳ бюджет учрежденийӗ» ятлӑ пулӗ.

Ҫавӑн пекех «Ачак» Чӑваш Республикин этноҫутҫанталӑк паркне» те Аркадий Айдак ятне парасси пирки проект хатӗрленӗ. «Сӑр» автоҫул енчен «Ленинская искрӑна» кӗнӗ вырӑнта вара А.П. Айдак ячӗпе астӑвӑм стеллине туса лартма йышӑннӑ.

Айдак Аркадий Павлович 1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпайра ҫуралнӑ. 1961 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагигика институчӗн историпе филологи факультечӗн вырӑс-чӑваш уйрӑмне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Малалла...

 

Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, производство йӗркелӳҫи, 1964-2007 ҫулсенче «Ланинская искра» колхозӑн председателӗнче вӑй хунӑ Аркадий Павлович Айдак вилсе кайнӑ.

Сывпуллашу ыран, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ял клубӗнче 12:00-13:00 сехетсенче иртӗ.

Айдак Аркадий Павлович 1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпайра ҫуралнӑ. 1961 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагигика институчӗн историпе филологи факультечӗн вырӑс-чӑваш уйрӑмне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1960 ҫулта ПСҪЛКС Чӑваш обкомӗн вӗренекен ҫамрӑксен инструкторӗ, 1961 ҫулта — ССКП Етӗрне райкомӗн пропагандисчӗ, ПСҪЛКСӑн Етӗрне райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. 1962 ҫулта «Ленинская искра» (чӑв. «Ленин хӗлхемӗ») колхозӑн пӗрремӗш парторганизацийӗн секретерӗнче тӑрӑшнӑ.

1964 ҫултанпа вара 43 ҫул «Ленинская искра» колхозӑн председателӗ пулса ӗҫленӗ.

Малалла...

 

НАР
06

Кино куравӗ
 Карссем | 06.02.2008 19:13 |

Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче «Аннене анне тееҫҫӗ» илемлӗ фильм куравӗ пулать. Кино кӑларма Анат тата Тури Ачаксем хастар хутшӑннӑ, артистсене кӗпе тумтирсем тупса панӑ, хӑйсем те эпизодла рольсенче вылянӑ. Халӗ кино ӳкерекенсем ял ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлне пӗлесшӗн. Фильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явма палӑртнӑ. Ҫакӑ куракансен сӗнӗвӗсене тата вӗсен асӑрхаттарӑвӗсене шута илме, малашне халӑх кӑмӑлне тивӗҫтерекен киносем кӑларма пулӑшӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та